歌詞

Мĕнле хитре паян çанталăк.
Тĕнче илемлĕ те хитре
Халь ман чунра ырă та савăк
Эс пуррипе юрлать чĕре
Эс манпа чух тĕнче илемле
Хĕвел те пăхать ăшшăнрах.
Эс манпа чух эпĕ телейлĕ
Чĕрем çунать ун чух вутлах.
Юрат мана, юрат савниçĕм –
Эпĕ паян пĕр саншăн çеç.
Чуп ту мана, чуп ту савниçĕм –
Ман юрату пĕр саншăн çеç.
Мĕнле хитре паян тавралăх,
Хĕвел те пăхать уйрăмрах
Мана эс патăн тин çеç сăмах
Пĕрле пулмашкăн яланах.
Эс манпа чух ĕмĕт вĕçевлĕ
Эс ĕмĕтре манпа пĕрлех
Эс манпа чух эпĕ телейлĕ
Санпа пуласчĕ ĕмĕрех.
Эс манпа чух тĕнче илемлĕ
Хĕвел те пăхать ăшшăнрах.
Эс манпа чух эпĕ телейлĕ
Чĕрем çунать ун чух вутлах.
Written by: Светлана Печникова
instagramSharePathic_arrow_out