Светлана Печникова 熱門歌曲
積分
AUSFÜHRENDE KÜNSTLER:INNEN
Светлана Печникова
Künstler:in
KOMPOSITION UND LIEDTEXT
Романова Светлана Владимировна
Songwriter:in
歌詞
Парнелерӗн эс мана
Юлашки тӗлпулура
Хитре сарӑ кӗл чечек
Юрату ҫук тенӗ пек.
Алла эпӗ тытсанах
Ыраттарче хыттӑнах.
Ҫак илемлӗ кӗл чечек
Уйрӑлма пире хистет.
Мӗскер туса хутӑн эс,
Юратӑва мантӑн эс.
Ман чӗрери юрату
Пулса тӑчӗ ырату.
Мӗскер туса хутӑн эс,
Кӳрентертӗн темшӗн эс,
Ҫакӑ сарӑ кӗл чечек
Уйрӑлу пире пиллет.
Хитре хӗрлӗ кӗл чечек
Юратӑва пĕлтерет.
Анчах сарӑ кӗл чечек
Темшӗн уйрӑлу пиллет.
Эс пӗлмерӗн-ши ҫавна,
Ӑнланмарӑн-ши ҫакна?
Е юри пӗлсе тӑрса,
Систертӗн уйрӑлӑва.
Written by: Романова Светлана Владимировна